Уҫҫăн янăра, чăваш чĕлхи!

Уҫҫăн янăра, чăваш чĕлхи!

МБОУ «Ювановская СОШ»

Чĕвĕлти чĕлхемĕр, чĕкеҫ чĕлхи,

Чипер чĕлхе -_чăваш чĕлхи.

Шкулта «Уҫҫăн янăра,  чăваш чĕлхи!» уяв конкурсне ирттересси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ăна эпир кашни ҫулах чăваш чĕлхи кунĕнче ирттеретпĕр. Çак мероприятие ачасем те, учительсем те чăтăмсăррăн кĕтеҫҫĕ, хатĕрленеҫҫĕ. Уявра кашни хăйĕн пултарулăхне кăтартать, ăмăртать. Кăҫалхи меропртятире кашни класăн чăваш вăййи е чăваш йăли- йĕркине катартмалла пулнă. Чăваш чĕлхи уҫҫăн янăрарĕ тесен те йăнăш пулмĕ, мĕншĕн тесен хатĕрленĕ номерсем пĕринчен тепри лайăхрах пулчĕҫ. Чи пултаруллисем вара 1, 3 класра вĕренекенсем пулчĕҫ. Вĕсем «Уйăхпа хĕвел» вăййа сцена ҫинче питĕ ăста кăтартма пултарчĕҫ, пĕрремĕш вырăн ҫĕнсе илчĕҫ. Уяв пысăк вăйă картипе вĕҫленчĕ.