Ачасен кăмăлне çěклекен конкурссем

   Ака уйăхěн 22-мěшěнче Урпашри вăтам шкулта чăваш чěлхипе литература эрнин иккěмěш кунěнче вěренекенсем капăр зала пуçтарăнчěç. 1-8-мěш класра вěренекенсем чăваш поэчěсен сăввисене, ачасем хăйсем хайланă произведенисене уçăмлă, пăхмасăр вуларěç. Сăвă вулакансен конкурсě çỷллě шайра иртрě. 5Б,6Б класра вěренекенсем юптарусене рэп мелме вулма кăмăл турěç. Вěсене куракансем тăвăллăн алă çупса саламларěç.

    Унсăр пуçне ачасемшěн И.Я. Яковлевпа çыхăннă викторина ыйтăвěсем кăсăклă пулчěç. Вěренекенсем пурте пěрле тăрса чăваш юррисене янраттарчěç. Чăваш халăхěн çичě пил сăмахěсене аса илчěç. Малашне те вěренекенсем пил сăмахěсене ăша хывасса, вěсемпе  усă курса пурăнасса шанас килет.