Чăваш чĕлхи кунне уҫрăмăр

Чăваш чĕлхи кунне уҫрăмăр

МБОУ «Ювановская СОШ»

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Урпаш шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни уҫăлчĕ. Ку эрнене Чăваш Республикинчи экологи культурипе ҫут ҫанталăка перекетлес тата Раҫҫей Федерацийĕн Çемье султалăкне халалласа ирттеретпĕр. Ака уйăхĕн пуҫламăшĕнчех ачасем тăван чĕлхепе алăпа ҫырнă стена хаҫачĕсем кăларчĕҫ. Кашни класс хаҫата тĕрлĕ темăпа ҫыхăнтарчĕ: ҫут ҫанталăка упрасси, ҫирĕп ҫемье, Çеҫпĕл Мишши ҫуралнăранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа ҫырнă хаҫатсем те пулчĕҫ. Чăваш чĕлхи эрнине савăнăҫлă лару-тăрура уҫнă май чăвашла илемлĕ вулакансен конкурсне ирттертĕмĕр. Уявра тăван чĕлхепе тĕрлĕ авторсен сăввисем янăрарĕҫ, чăваш юррисем шăранчĕҫ.