Вăйă картинче

Вăйă картинче

Ака уйăхěн 25 –мěшěнче Урпашри вăтам шкулти вěренекенсем Пушкăрт филиалне чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлевăн çуралнă кунне уявлама çул тытрěç. Кунта чăн-чăн чăваш уявě кěрлерě. Ачасем тěрлě конкурссенче хутшăнчěç: пăхмасăр сăвăсем каларěç, чăваш ташшисене пăхса киленчěç, хăйсен уçă сассисемпе чăваш юррисене янраттарчěç, шỷтлě инсценировкăсемпе савăнтарчěç, куракансем ача-пăча вăййисене ăшă кăмăлпа пăхса ларчěç. Концерт программи вěçленсен ачасем вăйă картине пухăнчěç. Вěсем карталанса юрларěç, ташларěç, чăваш халăхěн ěлěкхи вăййисене аса илчěç. Асăннă мероприятире çěр çын ытла хутшăнчě. Вěренекенсемпе вěрентекенсем тулли кăмăлпа уявран тухрěç, мěншěн тесен кашни ача аллине тав хучě тытнă тата  вěсене пылак çимěç пуринчен ытла савăнтарчě пулас. Çапла пěтěмлетрěç вěрентекенсем чăваш чěлхипе литература эрнине.

Фотогалерея